«Уçă урок – 2016» фестиваль

        Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче тăван  чĕлхепе литературăна  вĕрентекенсен «Чăваш чĕлхипе литератури.Уçă урок- 2016» тăваттăмĕш фестивалĕ иртрĕ. Фестивалĕн тĕллевĕ- чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен учитель профессийĕн хисепне тивĕçлĕ шая çĕклеме май тупса парасси; ик чĕлхелĕх, тĕрлĕ халăх культури çыхăнăвĕн концепциийĕн тата ФГОСа тĕпе хурса пултаруллă ĕçлекен учительсене тупса палăртасси.

        Куснарти вăтам шкултан конкурса чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Ремизова Елена Петровна хутшăнчĕ.Вăл конкурсра 6-мĕш класра ирттерме палăртнă «Япала ячĕсем» темăпа хатĕрленĕ урокăн тулли конспекчĕпе тата ачасем валли хатĕрленĕ презентаципе паллаштарчĕ.Учительурок темине вĕрентнĕ май усă курнă çĕнĕ технологисен, мелсемпе меслетсен, формăсен кирлĕлĕхĕ çинче чарăнса тăчĕ. 

        Е.П.Ремизовăна хăйĕн ĕçне творчестăллă хÿтĕленĕшĕн  диплом парса чысларĕç.