Çак кунсенче Чăваш çĕр-шывĕ хăйĕн мухтавлă ывăлĕн Михаил Николаевич Юхман 80 çулне паллă тăвать.
Юхма Мишши- чăваш халăх писателĕ, Чăваш, Тутар, Удмурт, Мари Эл Республикисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.Вăл пурĕ 200 ытла кĕнеке кăларнă. Унăн хайлавĕсене çĕр ытла чĕлхене куçарнă, тĕрлĕ çĕр-шывсен вĕрентÿ кĕнекисене кĕртнĕ.
Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Куснарти вăтам шкулта 8-11 класс ачисем умĕнче Плотникова Татьяна Сергеевна, ялти библиотека ĕçченĕ, тухса калаçрĕ. Вăл Юхма Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ, унăн кĕнекисемпе паллаштарчĕ.Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Ремизова Елена Петровна «Юхма Мишши – чăваш халăх писателĕ» презентаципе паллаштарчĕ. Вĕренекенсем хăш-пĕр произведенисен содержанийĕсене каларĕç.Юлашкинчен Плотникова Т.С. викторина ирттерчĕ. Вĕренекенсем викторина ыйтăвĕсене пурне те аван хуравларĕç.