Паян, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, чăваш пурăнакан пĕтĕм ял-хула Чăваш чĕлхи кунне, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланӑ «Пĕтĕм чăваш диктантне» çыртӑмӑр.
Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.
Пирӗн шкул ачисемпе вӗрентекенсем те «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2026» акцие хастар хутшӑнчӗç.