Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе (неделя чувашского языка)

План

Недели родного языка

в МБОУ «Байгуловская СОШ»

(18-21 февраля, 2020)

 

мероприятия

сроки

ответственные

1.

Чăваш чĕлхи эрнине уçни

18.02.

Ремизова Е.П.

2.

Илемлĕ вулакансен конкурсĕ

18.02.

Ремизова Е.П., кл. руководители

3.

Сочиненисен конкурсĕ « Чваш чĕлхи – тăван  чĕлхе»

18-21

Ремизова Е.П., Архипова Э.Н.

4.

Урок - вăйă (1-4 класс)

 

Алендеева Р.М., Шмелева Н.К.

5.

«Чи хитре чĕлхе» (урок-лекци,

5- 6кл.)

20.02.

Ремизова Е.П.

6.

Классный час «Паллă вырăс тĕпчевçисем чăваш чĕлхи çинчен» (9 кл.)

19.02.

Архипова Э.Н.

7.

«Чăваш çырулăхĕ, унăн тапхăрĕсем» (7-8 кл.)

21.02.

Ремизова Е.П., Короткова Т.М.

8.

«Чăваш чĕлхин тĕпчевçисем», презентаци хăтĕрлесси (5-11 кл.)

21.02

Ремизова Е.П.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

         Куснарти вăтам шкулта февралĕн 18-21-мĕшсенче Чăваш чĕлхи эрни.

         «Кашни чĕлхе хăйне май илемлĕ.Чи хитри – вара тăван чĕлхе, анчах та унăн илемне туйма та, курма та пĕлмелле»,-çак сăмахсемпе пуçланă хăйĕн сăмахне Ремизова Елена Петровна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Чăваш чĕлхин эрнине уçнă май.

          Нарăс  уйăхĕн 18-мĕшĕнче сăвă калакансен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса 2-9 класс вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Вĕсене виçĕ ÿсĕме уйăрнă. Сăвă калакансем çыравçăсен хайлавĕсене шăрантарчĕç.

         1-мĕш ÿсĕмри (7-9 çул) веренекенсем хушшинче чи маттуррисем: Семенова Ольга, Бурцева М.,Архипов Д., Кириллов А.

         2-мĕш ÿсĕмри (10-13 çул) вĕренекенсем хушшинче палăрнисем: Плотников Иван тата Бардасова Анастасия;

          3- мĕш ÿсĕмри (14-17 çул)  вĕренекенсем хушшинче пултарулли: Будкова Алина.

 

«ПАЛЛĂ ВЫРĂС ТĔПЧЕВÇИСЕМ ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ÇИНЧЕН»

Автор: Ремизова Е.П., учитель чувашского языка и литературы
Куснарти вăтам шкулта нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Архипова Эльвира Николаевна, вырăс чĕлхипе вĕрентекен, 9-11-мĕш классенче «Паллă вырăс тĕпчевçисем чăваш чĕлхи çинчен» темăпа калаçу ирттернĕ. Эльвира Николаевна паллă вырăс тĕпчевçисем чăваш чĕлхи çинчен çырнисемпе паллаштарчĕ. Вĕсем - В.А.Сухомлинский, Н.Я.Марр, В.В.Радлов, Б.А.Серебренников сăмахĕсем пулчĕç..

-Чĕлхĕр пуянлăхĕ, сăмахăрсен сăнарлăхĕ мана пит тарăн шухăша ярать. Сирĕн халăхăрăн хăвăрта хальччен пĕлмен пысăк культурăллă общество енĕпе пысăк аталануллă истори тапхăрĕ пулнă пулмалла. (В.А. Сухомлинский.)

-Европа культурин никĕсне хывнă авалхи-авалхи халăхсенчен Тухăç Европăра пĕртен пĕр чăваш халăхĕ кăна упранса юлма пултарнă. Çав халăх тата унăн чĕлхи этемлĕх историйĕн пуçламăшне тата культура аталанăвĕн çул-йĕрĕпе çăл куçĕсене тĕпченĕ чух чи хисеплĕ вырăнта пулма тивĕç. Чăваш чĕлхи çурçĕрти финн-угорсем патне те, тухăçри тĕрĕксемпе монголсем патне те каçă тупать…

- Вырăс чĕлхин чăн-чăн аваллăхĕсене тата вăл ăçтан пуçланса кайнине тĕпчесе пĕлме чăваш чĕлхи вышкайсăр пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмалла. (Н.Я. Марр.)

-Чăваш чĕлхи хăй кăна интереслисĕр пуçне çак енчен те кăсăклă: вăл танлаштаруллă историпе лингвистикăн чылай проблемишĕн паха çăл куçĕ пулса тăрать. (В.В. Радлов.)

-Тĕпчевçĕсем чăваш халăхĕ мĕнле пулса кайнипе хытă кăсăкланнин тĕп сăлтавĕ – чăваш чĕлхи. Чăваш чĕлхи питĕ хăйне евĕрлĕ, ытти тĕрĕк чĕлхисенчен пач уйрăлса тăрать. Тăван чĕлхене тишкернĕ чух ирĕксĕрех ыйту çуралать: çав ăрасналăх чăваш халăх кун-çулĕн пĕр-пĕр вăрттăнлăхĕпе çыхăнман-ши?

 (Б.А. Серебренников.)

Архипова Э.Н. тăван чĕлхе пуянлăхĕ çинчен, унăн пĕлтерĕшĕ çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Хăйĕн калаçăвне вăл çак сăмахсемпе вĕçлерĕ:«Тăван чĕлхе – пирĕн малашлăх. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Пирĕн халăх мĕн авалтан çамрăксене хăйĕн тăван чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентнĕ, тăван чĕлхерен писекен çынсене питленĕ.»