Юхма Мишши (Михаил Николаевич Ильин) - чăваш халăх писателĕ

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 11 класра вĕренекен Алендеева Елена Юхма Мишшин пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Юхма Мишши (Михаил Николаевич Ильин) - чăваш халăх писателĕ, тăлмач, тĕпчевçĕ , культура деятелĕ. Вăл Чăваш Республикин Патăрьел районне кĕрекен Сăкăт ялĕнче 1936 çулта ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Вĕренекенсем Михаил Николаевич Юхма хушма ята мĕншĕн суйланипе кăсăкланчĕç. Юхма пĕчĕк юхан шыв, Патăрьел витĕр юхса тухать те Пăлана юхса кĕрет иккен.

Ачасем Юхма М. çырнă халапĕсемпе юмахĕсене, калавĕсене, историллĕ романĕсене вулама юратнине пĕлтерчĕç.