Чăваш чĕлхи эрни вĕçленсе пычĕ. «Шевле» ушкăн та хаваспах хутшăнчĕ çак эрнелĕхре. «Шевле» ушкăнра, чăнах та, чăваш чĕлхине юратакан, тăван халăх йăли йĕркине, юрри –ташшине пĕлекен ачасем. Ушкăн репертуарĕнче чăваш ташшин кĕввисем, халăх юррисем пулчĕç. Уйрăмах куракансене Архипов Р. (3 кл), Матанов С.(3 кл), Коротков С.(8 кл), Кашаев Алексей (8 кл) купăс калани кăмăла кайрĕ.
Матанов Семен «Çумăр çăвать» кĕвве каласа пĕтерсен нумайччен алă çупрĕç. 1-3 класра вĕренекен хĕр ачасем урам ачисен вăййине кăтартрĕç. Вĕсем “Ача-пăча урамра”, ”Асанне мĕн тăван”, ”Сентре çинчи старикки”. Чĕвĕл-чĕвĕл çерçисем” юрăсене шăрантарчĕç.