Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕ – М.Д.Трубина çуралнă кунĕ. Çав куна халалласа Куснарти вăтам шкулта тĕрлĕрен мероприятисем иртрĕç: урок, презентаци пăхасси, викторина, кĕнекесен выставки.
Ремизова Елена Петровна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ,7-мĕш класра
«М.Д.Трубина – ача-пăча çыравçи» темăпа урок ирттерчĕ. Вăл вĕренекенсене çыравçă пурнăçĕпе тата унăн кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Ăчасем хăйсем те М.Трубина çинчен мĕн пĕлнине каласа пачĕç. Ачасем Куснар ялĕнчи паллă çынсене ас туса тăни, пĕлни савăнтарать.
Малалла та вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне аталантарса пыччăр!