Куснарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Ремизова Елена Петровна 5-мĕш класра «Вăйли çук та этемрен» темăпа уçă урок кăтартрĕ. Вĕрентекен чăваш халăхĕн паттăр çыннисемпе, А.Г.Николаевпа тата И.Я.Яковлевпа, тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Илемлĕ литература хайлавĕсенче чăн пулса иртнĕ ĕçсем, çынсем сăнланнине кăтартрĕ.
Вĕренекенсен пĕлÿ процесĕн активлăхне ÿстерес, вуланине мĕнле ăнланнине тĕрĕслес тата тĕплĕнрех ăнланма пулăшас, сăнарлă сăмаха туйма вĕрентес, воспитани парас енĕпе Елена Петровна урокра çĕнĕ технологисемпе, тĕрлĕ мелпе тата меслетсемпе усă курчĕ. Ку шута клоуз-тест, ыйту-хурав, танлаштаруллă таблица,культурăсен диалогĕпе усă курни, ачасен пĕлтерĕвĕ (сообщени), кластер, экскурси, юрă итлеттерни кĕреççĕ.
Урока тапхăрсем çине пайласа йĕркелерĕ. Кашни тапхăрта ачасем тĕрлĕрен ĕç пурнăçларĕç.Тĕрлĕ ĕç туни вĕсен ĕçлес кăмăлне çĕклет, ĕç тухăçлăхĕ те ÿсет. Вĕренкенсем пĕри-пуриншĕн, пурте- пĕриншĕн ваттисен сăмахне тĕпе хурса ĕçлерĕç.Вĕренекенсем чăваш паттăрĕсем çинчен йĕркипе каласа пама, хăйсен шухăшне палăртма, ăна хÿтĕлеме, илемлĕ те тĕрĕс предложенисем йĕркелеме вĕренеççĕ.Шырав тата проект мелĕпе усă курни ачана пуçаруллă пулма вĕрентет. Пĕлÿ шырас ĕçе тĕллевлĕн, план тăрăх туса пыма хăнăхтарать, литература хайлавĕсене чунтан юратса, ăспа ăнланса йышăнма хистет.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем урокпа кăмăллă юлчĕç.