Упрар тăван чĕлхемĕре

Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тĕмшер шкулĕнче паллă чĕлхеçĕ Иван Андреевич Андреев çуралнăранпа 90 çул тултарнине халалланă «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ.

Конкурс тĕллевĕ: пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче вĕренекен ачасене хăйсем Чăваш çĕр-шывĕн гражданĕ пулнине туйса илме, чăваш чĕлхине тата лайăхрах пĕлме пулăшакан тата чăваш чĕлхипе усă куракан талккăша сарасси.

Конкурса 7-8-мĕш класра вĕренекен ачасем хутшăнчĕç. Вĕренекенсен Тăван çĕр-шыв Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв», «Тăван кил – ылтăн сăпка», «Тăван ен, тăван тавралăх»), чăваш чĕлхи («Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе», «Нумай чĕлхе пĕлĕттĕм, тăван чĕлхене юратăттăм»), çемье («Çемье вăл ырлăх та телей те»), туслăх («Йышпа пĕрле чухне шиклĕх çук», «Шанчăклă тусăн хакĕ çук») темăсенчен пĕрне шăпа ярса кăларчĕç те сăмах вĕççĕн хăйсен шухăшĕсене каласа пачĕç.

Куснар шкулĕн чысне 8-мĕш класра вĕренекен Будкова Алина хÿтĕлерĕ. Вăл «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» темăпа тухса калаçрĕ, 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Малашлăхра Алинăна ăнăçу сунатпăр!