Вăйă-урок «Мĕн? Ăçта? Хăçан?»

Куснарти вăтам шкулта ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 5-мĕш класра чăваш чĕлхи урокĕ иртрĕ. Тĕллевĕ: тăван ен историйĕпе культури çинчен пĕлнине çирĕплетесси; ачасен тавра курăмĕпе пуплевне аталантарасси; ушкăнпа тумалли ĕçе килĕшÿллĕн пурнăçласси. Вăйă-урок «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» хаваслă иртрĕ. Тăван ен историйĕпе культури çинчен, чăваш чĕлхи çинчен пĕлнине пиллĕкмĕшсем пысăк шайра кăтартрĕç.

Вăйă йĕрки çапла пулчĕ: сĕтел врринче стрелкăллă юла. Номерленĕ конвертсене çавран хурса тухнă. Кашни конвертра пĕрер ыйту. Юла пĕр-пĕр конверт тĕлĕнче чарăнсан ертÿçĕсем ыйту паракан çынпа паллаштарчĕç, унăн сăн ÿкерчĕкне проектрпа экран çинче кăтартрĕç.. Ыйту параканĕсем - хамăр шкулта, районти шкулсенче вĕрентекенсем. Вăййа 5-мĕш класра вĕренекенсем пурте хутшăнчĕç.