Пĕтĕм чăваш диктанчĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Театр çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртрĕ. Куснар шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем çак акцие хастар хутшăнчĕç. Пурĕ 21 çын хутшăнма кăмăл турĕ. Вĕсем хăйсен пĕлĕвне, чăвашла йăнăшсăр çырассине, чарăну паллисене лартассине тĕрĕслерĕç.