Кăвар чĕреллĕ поэт

Ноябрĕн 16-мĕшĕнче чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитрĕ.

Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) 1899çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕнче, чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Тертлĕ пурнăçа пула Мишша çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ. 1911çултанпа вăл Шăхасан вулăсĕн кантурĕнче çыруçăра ĕçленĕ. 1914 çулта Миша, хăйне килĕшмен ĕçе пăрахса, Шăхасанти иккĕмĕш класлă шкула вĕренме кĕнĕ. Вĕреннĕ вăхăтра шкул библиотекинче вуламан кĕнеке хăварман. Уйрăмах вырăс литературине юратнă. Кузьминпа унăн юлташĕсем 1916-1917 вĕренÿ çулĕнче алăпа çырса «Çăлтăр» («Звездочка») журнал кăларма тытăнаççĕ. Журнал редакторне Мишшана суйлаççĕ. Çак журналта Çеçпĕлĕн малтанхи сăвви – «Час» («Скоро») вырăсла пичетленнĕ. Çамрăк сăвăçăн сăввисем Теччĕре, Хусанта тухакан хаçатсенче те пичетленме пуçлаççĕ.

Куснарти вăтам шкулта Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа тĕрлĕрен мероприятисем иртрĕç. Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче илемлĕ сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Ăмăртура Саливарова Александра (8класс,1вырăн), Короткова Валерия (8 класс, 2 вырăн), Плотников Иван (5 класс, 3 вырăн), Иванова Мария (6класс, 3 вырăн) палăрчĕç. Çавăн пекех Ремизова Е.П., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ, 7-11 классем хушшинче «Кăвар чĕреллĕ сăвăç» викторина ирттерчĕ. Вĕренекенсем ку вăйăра поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхне лайăх пĕлнине кăтартрĕç.

Конкурса хутшăннисене пурне те тав тăватпăр!

Çеçпĕл Мишшине яланах асра тытăр, унăн ĕçне малалла тăсăр!