Чăвашлăха упраса хăварасчĕ

Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Аслă Куснарти вăтам шкула хăнасем килсе çитрĕç.Вĕсем шкул ачисемпе, вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕç. Чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши (Ильин Михаил Николаевич) хăйĕн çумĕсемпе шкул валли парне, 269 кĕнеке, илсе килнĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем писателĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ытларах пĕлес тесе тĕрлĕрен ыйтусем пачĕç. Çапла вара, пухăннисем Юхма Мишши 350 кĕнеке ытла çырни çинчен пĕлчĕç. Хăй çинчен каласа кăтартнă чухне пĕлме интереслĕ пулчĕ: сăвăсем çырма 2-мĕш класрах пикеннĕ иккен. Арçын ача ялти библиотекăри кĕнекесене пĕтĕмпех вуласа тухнă.

Чăвашлăха упраса хăварасси – тĕп ыйтусенчен пĕри. Çыравçа хальхи чăваш ачисем вырăсла калаçма килĕштерни питĕ хумхантарать. Кашни çыннăн хăйĕн чĕлхине çÿллĕ шайра тытмалла. Ахальтен каламан ваттисем: «Тăван чĕлхе – турă панă чĕлхе, ăна манма юрамасть», «Чĕлхе пур - халăх пур, чĕлхе çук – халăх çук»,- тесе. «Çавăнпа та пирĕн кулленхи калаçура тăван чĕлхепе усă курмалла»,- терĕ Михаил Николаевич.

Ачасемпе вĕрентекенсем писателе вăрăм кун-çул тата нумайтарах çырма вăй-хал сунчĕç.

Тĕлпулу питĕ интереслĕ иртрĕ.