Куснарти вăтам шкулта февралĕн 18-21-мĕшсенче Чăваш чĕлхи эрни.

Куснарти вăтам шкулта февралĕн 18-21-мĕшсенче Чăваш чĕлхи эрни.

«Кашни чĕлхе хăйне май илемлĕ.Чи хитри – вара тăван чĕлхе, анчах та унăн илемне туйма та, курма та пĕлмелле»,-çак сăмахсемпе пуçланă хăйĕн сăмахне Ремизова Елена Петровна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Чăваш чĕлхин эрнине уçнă май.

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче сăвă калакансен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса 2-9 класс вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Вĕсене виçĕ ÿсĕме уйăрнă. Сăвă калакансем çыравçăсен хайлавĕсене шăрантарчĕç.

1-мĕш ÿсĕмри (7-9 çул) веренекенсем хушшинче чи маттуррисем: Семенова Ольга, Бурцева М.,Архипов Д., Кириллов А.

2-мĕш ÿсĕмри (10-13 çул) вĕренекенсем хушшинче палăрнисем: Плотников Иван тата Бардасова Анастасия;

3- мĕш ÿсĕмри (14-17 çул) вĕренекенсем хушшинче пултарулли: Будкова Алина.