«Паллă вырăс тĕпчевçисем чăваш чĕлхи çинчен»
Куснарти вăтам шкулта нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Архипова Эльвира Николаевна, вырăс чĕлхипе вĕрентекен, 9-11-мĕш классенче «Паллă вырăс тĕпчевçисем чăваш чĕлхи çинчен» темăпа калаçу ирттернĕ. Эльвира Николаевна паллă вырăс тĕпчевçисем чăваш чĕлхи çинчен çырнисемпе паллаштарчĕ. Вĕсем - В.А.Сухомлинский, Н.Я.Марр, В.В.Радлов, Б.А.Серебренников сăмахĕсем пулчĕç..
-Чĕлхĕр пуянлăхĕ, сăмахăрсен сăнарлăхĕ мана пит тарăн шухăша ярать. Сирĕн халăхăрăн хăвăрта хальччен пĕлмен пысăк культурăллă общество енĕпе пысăк аталануллă истори тапхăрĕ пулнă пулмалла. (В.А. Сухомлинский.)
-Европа культурин никĕсне хывнă авалхи-авалхи халăхсенчен Тухăç Европăра пĕртен пĕр чăваш халăхĕ кăна упранса юлма пултарнă. Çав халăх тата унăн чĕлхи этемлĕх историйĕн пуçламăшне тата культура аталанăвĕн çул-йĕрĕпе çăл куçĕсене тĕпченĕ чух чи хисеплĕ вырăнта пулма тивĕç. Чăваш чĕлхи çурçĕрти финн-угорсем патне те, тухăçри тĕрĕксемпе монголсем патне те каçă тупать…
- Вырăс чĕлхин чăн-чăн аваллăхĕсене тата вăл ăçтан пуçланса кайнине тĕпчесе пĕлме чăваш чĕлхи вышкайсăр пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмалла. (Н.Я. Марр.)
-Чăваш чĕлхи хăй кăна интереслисĕр пуçне çак енчен те кăсăклă: вăл танлаштаруллă историпе лингвистикăн чылай проблемишĕн паха çăл куçĕ пулса тăрать. (В.В. Радлов.)
-Тĕпчевçĕсем чăваш халăхĕ мĕнле пулса кайнипе хытă кăсăкланнин тĕп сăлтавĕ – чăваш чĕлхи. Чăваш чĕлхи питĕ хăйне евĕрлĕ, ытти тĕрĕк чĕлхисенчен пач уйрăлса тăрать. Тăван чĕлхене тишкернĕ чух ирĕксĕрех ыйту çуралать: çав ăрасналăх чăваш халăх кун-çулĕн пĕр-пĕр вăрттăнлăхĕпе çыхăнман-ши?
(Б.А. Серебренников.)
Архипова Э.Н. тăван чĕлхе пуянлăхĕ çинчен, унăн пĕлтерĕшĕ çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Хăйĕн калаçăвне вăл çак сăмахсемпе вĕçлерĕ:«Тăван чĕлхе – пирĕн малашлăх. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Пирĕн халăх мĕн авалтан çамрăксене хăйĕн тăван чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентнĕ, тăван чĕлхерен писекен çынсене питленĕ.»