Паттăрлăх урокĕ
Пĕтĕм çĕршыври пекех пирĕн Куснарти вăтам шкулта та 1-мĕш урок – Паттăрлăх урокĕ иртрĕ.
Çак урокра эпир СăрпаХусан чиккине тăвакансен паттăрлăхĕ çинчен калаçрăмăр. Хамăр тăрăхри ĕç тата вăрçă ветеранĕсене аса илтĕмĕр. Куснартан вăрçа тăват çĕре яхăн çын тухса кайнă, ыттисем тылра вăй хунă: колхозра, чикĕ тунă çĕрте ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Эпир вĕсен паттăрлăхĕпе, хастарлăхĕпе, чăтăмлăхĕпе мухтанатпăр.
Паттăрсем пирĕн асра яланах юлĕç.