Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ Олег Николаевӑн Указӗпе чӑваш халӑхӗн хӑйнеевӗрлӗ культура еткерлӗхне – чӑваш тӗррине – упраса хӑварас тӗллевпе кашни çулах ноябрӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗрри кунне паллӑ тума йышӑннӑ.
Çавна май Аслӑ Куснар шкулӗнче тӗрлӗ мероприяти ирттерчӗç.
Чӑваш тӗрри кунне 1-4 классем уçрӗç. Вӗсем «Чӑваш пуканисем» касса кӑлармалли, сӑрласа илемлетмелли кӗнекепе ӗçлерӗç. 5-6 классем Тушникова Е.Г. ертсе пынипе тӗрӗ тӗрлерӗç. Çавӑн пекех вӗренекенсемпе чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Ремизова Е.П. чӑваш тӗррин пӗлтерӗшӗ, пуянлӑхӗ çинчен калаçу ирттерчӗ. Библиотекӑра Краснова Е.Г. «Çӗр пин тӗрӗ çӗр-шывӗнче» кӗнекесен выставки йӗркелерӗ. Фоере- «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчинче» тӗрӗ-эрешӗсен куравӗ иртрӗ.
Çӗнни, усӑлли нумай пулчӗ. Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ мероприятисем тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркине хисеплеме, упрама вӗрентеççӗ.
Чӑваш тӗрри пит капӑр! Чӑваш тӗрри эс пурӑн,
Эх, кам ан кӑмаллатӑр, Хӑвна хисеплӗ турӑн.
Эх, кам-ши ан юраттӑр!? Тата илемлӗн курӑн,
Вӑл – кивелми тупра. Эс тыткӑнла ялан.