Чǎваш чěлхи-тǎван чěлхе!

Чǎваш чěлхи-тǎван чěлхе,

Эс - чи пахи, эс - чун уççи.

Чǎваш чěлхи- тǎван чěлхе,

пин чěлхерен чи çепěççи.

Мӗн тери илемлӗн, мӗн тери хӑватлӑн, мӗн тери мӑнаҫлӑн янӑрать пирӗн тӑван чӗлхе.

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Куснарти пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вӑтам шкулта та чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ. Çак уяв вăл чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунĕпе çыхăннă.

Ачасем  ҫак эрнене тивӗҫлӗ шайра ирттересчӗ тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи эрнинче нумай ӗҫ тума палӑртнӑ. Кашни вӗренекен тӗрлӗ конкурса, викторинӑна хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма, пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарать. Ӗҫсене вара тӗрлӗ ӱсӗмри ачасем валли хатӗрленӗ.

Пурне те ӑнӑçу сунатпӑр!