Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Куснар шкулӗнче Чӑваш тӗрри уявне паллӑ турӗҫ. Шкула Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем килчӗҫ. Куснар шкулӗнче вӗренекенсем тата ача сачӗн "Хӗвел" ушкӑнӗ хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Концерт хыҫҫӑн ӗҫтешсем "Чӑваш чӗлхипе креативлӑ шухӑшлава мӗнле аталантармалла?"темӑпа митап сессире калаҫрӗҫ. Вӗрентекенсем ӑста класӗсем ирттерчӗҫ