Паян пысăк уяв - чăваш чĕлхи кунĕ.

Паян пысăк уяв - чăваш чĕлхи кунĕ.

Паян пысăк уяв - чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Нихăш халăх та тăван халăх чĕлхисĕр пур енлĕн аталанаймасть.
         Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхин кунне уявлаççӗ. Ҫак чаплӑ уява И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче палӑртма йышӑннӑ. Куснар вӑтам шкулӗнче те  Иван Яковлевича сума суса, ӑна асӑнса Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ӑна халалласа вӑйӑ карти, концерт хатӗрленӗ. Уяв программинче чӑваш юрри-ташши, сӑвви янӑрарӗ. Кӗçӗн класра вӗренекенсем И.Я.Яковлев калавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ сценкӑсем лартрӗç. Ялти клуб, библиотека ӗçченӗсем те айккинче юлмарӗç. Вӗсем те илемлӗ чӑваш халӑх юррисене шӑрантарчӗç.
        Пирӗн республикӑн тӗп хулинче И.Я.Яковлев палӑкӗ пур. Ун ячӗпе музей та уҫнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленет. Шупашкарти аслӑ урама ун ятне панӑ. Иван Яковлевич ҫинчен кӗнекесем ҫырнӑ, фильмсем ӳкернӗ.
        И.Я.Яковлев чӑваш халӑхне питӗ юратнӑ, тӑван халӑхшӑн калама ҫук нумай ӗҫ туса хӑварнӑ. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисем – ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелени, чӑваш букварьне кӑларни, шкулсем уҫса вӗсенче чӑваш ачисене вӗрентни, чӑваш учителӗсем хатӗрлени. Ахальтен мар ӗнтӗ вӑл хӑйӗн «Чӑваш халӑхне панӑ халалӗнче»: «Манӑн чунӑм пӗрмаях сирӗншӗн ҫунатчӗ, халь те ак манӑн мӗн пур шухӑшӑм сирӗн ҫийӗре куҫрӗ», - тесе ҫырса хӑварнӑ.

Фоторепортаж: https://vk.com/album-177449124_291115848