Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Куснар вӑтам шкулӗнче ЧР Профессионал писательсен Союзӗн ҫыравҫисем, Чӑваш наци библиотекипе Чӑваш наци конгресӗн пайташӗсем хӑнара пулчӗç. Тӗл пулӑва чӑвашсен пӗрремӗш ача-пӑча писателӗ, ЧАССР тата РСФСР шкулӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ Марфа Трубина çуралнӑранпа 135 çул çитнине халалланӑ. Шупашкар хӑнисем сумлӑ писатель, паллӑ вӗрентекен М.Д. Трубинана пурнӑçӗ çинчен, унӑн хайлавӗсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни çинчен каларӗç. Çыравçӑсем кӗнекесем парнелерӗҫ. Марфа Трубинан ҫурчӗ патӗнче, шкул музейӗнче, вил тӑпри ҫинче пулчӗҫ, ҫыравҫа хисеплесе пуҫ тайрӗҫ, чечексем хучӗҫ.