1-мĕш викторина
1) Марфа Дмитриевна Трубина ăçта тата хăçан çуралнă?
2) М.Трубина ăҫта ĕҫленĕ, унта вăл миҫе ҫул тăрăшнă?
3) Марфа Дмитриевнăна мěнле медальсемпе тата орденсемпе чысланă?
4) Марфана ҫырма мĕн хавхалантарнă?
5) Трубина Мархвин паллă повеҫĕ мĕн ятлă?
6) Ял шкулне пěтернě хыççăн вăл ăçта вěренме кěнĕ, миçěмěш çулта, вăл унта мĕнле майпа лекет?
7) Марфа Чĕмпĕр чăваш шкулне мĕнле майпа лекет. Унта паллă ҫыраҫă
вĕренет. Кам вăл, унăн хайлавĕ.
8) Миçе ача пулнă Марфа Трубинан, вěсем мěн ятлă?
9) Марфа Трубинан паллă хайлавĕсем.
10) Хăш произведенине Марфа Трубина чи малтан кăларнă, миçемěш çулта?
Хатĕрлекенĕ Будкова Алина (Куснарти вăтам шкул, 7 класс)
2-мĕш викторина
Трубина Марфин «Шĕшкĕ» хайлавĕ тăрăх
1. «Шĕшкĕ» хайлав миҫемĕш ҫулта пичетленсе тухнă?
2. Шĕшкĕ тĕммиине камсем хуҫса-ватса пĕтернĕ?
3. Шĕшкĕпе юнашар мĕнле йывăҫ ларнă?
4. Юнашар ларакан йывăҫĕ шĕшке мĕн тесе калать?
5. Мĕн пулăшнипе шĕшкĕ суранĕсене хуллен пăртак тӳрлетнĕ?
6. Хĕвел мĕнле сăмахсемпе хавхалантарнă шĕшке?
7. Кам ҫине питĕ ҫилленнĕ шĕшкĕ?
8. Пĕр ирхине шĕкĕ патне миҫе ача пынă?
9. Шĕшкĕ ачасем иртсе кайсан мĕнле кăмăлпа юлчĕ?
10. «Шĕшкĕ» калав мĕнле сăмахсемпе вĕҫленет?
Хатĕрлекенĕ Будкова Алина (Куснарти вăтам шкул, 7 класс)
3-мĕш викторина
Трубина Марфин «Мучар» хайлавне кам лайăхрах астăвать?
1. «Мучар» хайлав миҫемĕш ҫулта пичетленсе тухнă?
2. «Мучар» хайлав мĕн ҫинчен?
3. Кам вăл Мучар?
4. Мучар мĕнлерех ҫын пулнă?
5. Мучар ашшĕнчен хăҫан уйрăлса тухнă?
6. Мучара ял Совечĕ кулаксен е чухăнсен списокне кĕртнĕ?
7. Мучар арăмĕн ратнисем пуянсем е чухăнсем пулнă?
8. Мучарăн мĕнле пӳрт пулнă? Сăнласа парăр.
9. Кам вăл Савин Михали?
10. Кам вăл Анушки? Кам сăмахĕсене пула вăл колхоза кĕмен?
Хатĕрлекенĕ Будкова Алина (Куснарти вăтам шкул, 7 класс)